Кашни çул ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш çынни Чăваш чĕлхи кунне уявлать.
Çак кунах тата пирĕн чăваш çырулăхне йĕркелесе яраканĕ, чăвашсене çутта кăлараканĕ
И.Я.Яковлев çуралнă. Паян Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Бакина В.С. тата Бакина Л.В., çавăн пекех музыка учителĕ Дергачёв В.Н. тăрăшнипе «Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем!» ятпа пысăк уяв пулса иртрĕ. Кунта ачасем тăван чĕлхе пирки чĕрене пырса тивмелле илемлĕ сăмахсем каларĕç, савăнăçлă юрăсем янрарĕç. Уйрăмах куракансене
«Юрлар-и чăвашла», «Чăваш ачи чăвашах», «Эпир Шур Шупашкарта», « Чечеклен, юратнă Чăван Ен» юрăсем кăмăла кайрĕç. «Мĕн тери хăватлă иккен тăван чĕлхен вăйăмĕ, витĕмĕ этем ăс-тăнĕнче, чун-чĕринче! Чун енчĕкĕнче ылтăнăн-кĕмĕлĕн шăнкăртатакан пуянлăх – тăван сăмах, тăван чĕлхе»,- тенĕ Г.Н.Волков. Чăннипех те пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе-чăваш чĕлхи. Ěмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре, çÿлтен-çÿле
çĕклер ăна!