Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ.  Шăпах та çак кун пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă.  Пирĕн шкулти ирхи линейка 7-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Пирĕн тăван чĕлхе чăннипех те питĕ янăравлине, илемлине хархам хăй илтсе ĕненчĕ.  Çак куна халалласа шкулта И.Я.Яковлев кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.  Ачасем унăн кĕнекисемпе паллашрĕç, хайлавĕсене вуласа киленчĕç, тепĕр хутчен Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн «Халалне» вуласа киленчĕç. Ачасенчен кашниех тăван чĕлхене упрама, ăна хисеплеме, юратма сăмах пачĕç. «Эпир – чăвашсем! Пирте – чăваш юнĕ! Апла пулсан, яланах упрар тăван чĕлхемĕре,» - терĕç вĕсенчен кашниех.