Вăйă «Тĕлĕнтермĕш уй»

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун пирĕн шкулта «Тĕлĕнтермĕш  уй»  вăйă пулса иртрĕ. Āна Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ. Вăййа 5-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Викторина ыйтăвĕсем çине  чи малтан хуравлакансем вăййа хутшăнма тивĕç пулчĕç.

 Вăйă виçĕ турпа иртрĕ. Унтан çĕнтерÿçĕсем ăмăртрĕç.«Супер-играра» выляма  Шадрикова Юлия тивĕç пулчĕ. Вăл вăйăра çĕнтерчĕ, приз çĕнсе илчĕ. Вăййа хутшăннă ытти ачасем те призлă пулчĕç.