«Чăваш чĕлхи» эрни

«Илемпи» ача – пăча садĕнче «Чăваш чĕлхи» эрни иртрĕ. Тăван чĕлхене халалласа ирттернĕ ĕçсене пурте – ачасемпе воспитательсем те, ашшĕ – амăшĕ те хастар хутшăнчĕç.

            «Чăваш пукани» конкурсра ачасемпе амăшĕсем пысăк тавра курăмлă пулни палăрчĕ. Лизăпа Татьяна Анатольевна Васильевасем, Зинонпа Наталья Владимировна Семёновсем, Миланăпа Валентина Владимировна Емельяновасем, Марийăпа Елена Алексеевна Никоновасем, Никитăпа Кристина, Надежда Владимировна Ивановсем, аслă ушкăнри воспитательсем О.П.Круглова, М.Л.Алексеева туса хатĕрленĕ пуканесене пăхса ытармалла мар, пĕринчен тепри хитререх. Хăйсем те пуканесем пекех илĕртÿллĕ.

            Чăваш тумĕсем тăхăннă аслă ушкăнри шăпарлансемпе ача садĕнче ĕçлекенсем пĕчĕк концерт лартрĕç, хăйсем чăннипех те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç.

            Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи маттуррисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.