«Апрелĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ» кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ

«Апрелĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ» кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ

 

Ака уйăхĕн 22- мĕшĕнче Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти библиотекăра «Апрелĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ» ятпа  кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Унта Иван Яковлевич Яковлев çинчен çырнă кĕнекесемпе, пирĕн Улăпăн ăса вĕрентекен калавĕсемпе паллашма пулать.

  Апрелĕн 25-мĕшĕ - Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн çуралнă кунĕ тата Чăваш чĕлхи кунĕ.

  Паян пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Вăл апрелĕн 29- мĕшĕччен пырать. Унăн планĕпе ачасене линейкăра чăваш чĕлхине  вĕрентекен Малова Г.И. паллаштарчĕ.