Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

  Ака  уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

    Паллă чĕлхеçĕсене – Г.Н.Волковпа И.Я.Яковлева тата космос паттăрне – А.Г.Николаева халалласа «Чăваш ятне çÿле çĕклер, чăваш пулнишĕн савăнар» ятпа кĕнекесен куравĕ уçăлчĕ.

    Ачасен ал ĕçĕсене пăхса савăнтăмăр. Авалхи асанне-кукамайсен ал шăллийĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Ачасенче несĕлсен пултарулăхне тытса пыма пултарни палăрчĕ.