Çуркуннехи ыр кǎмǎллǎх акцийĕ

 Ĕнер, ака уйǎхĕн çирĕммĕшĕнче, Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулǎн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем Кавал тата Питтĕпел ялĕнче пурǎнакан ватǎсене тĕрлĕ ĕç туса парса пулǎшрĕç. Тĕслĕхрен, Питтĕпел ялĕнче пурǎнакан Натали аппана Смирнов Дима шыв йǎтса пулǎшнǎ. Çак ялтах пурǎнакан Абрамова Сухви аппана Васильев Дима пǎр таккаса панǎ, Мартемьянов Женя Надя аппǎшне шыв йǎтса панǎ. Кавал ялĕнче пурǎнакан Маркова Саня аппана Марков Андрей, Изратова Клава çÿп-çапне пуçтарса тǎкса панǎ. Маркова Настя аппана Гаврилова Регинǎпа Изратова Клава тата Марков Андрей мунчине шыв йǎтса панǎ. Николаев Аркадий вара кÿршĕре пурǎнакан Ваççук тетĕшпе инкĕшне нÿхрепрен чĕкĕнтĕр кǎларма пулǎшнǎ. Евдокимов Гена Питтĕпел ялĕнчи Балтаева Елена аппǎшне юлашки юрне кǎларса парса картишне тасатса панǎ.