Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

     Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  районти «Поэзи çăлтăрĕсем -2011» фестиваль иртрĕ. Ăна  Космонавтика çулталăкне халалланă. Поэзие юратакан ачасем икĕ номинацире тупăшрĕç:

1.      Чăваш поэчĕсен космос паттăрĕсене халалласа çырнă хайлавĕсене илемлĕ вуласси;

2.      Автор сăвви (тематика: космос, космонавтика, космос паттăрĕсем)

    Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Курнавăш шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Мария Корнилова (ертÿçи – Н.Н.Круглова)   та пур. Вăл Николай Сандров çырнă  «Космонавтсене мухтав!» сăвва пăхмасăр каласа   2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Саламлатпăр!