Черетлĕ çĕнĕ çитĕнÿсем

Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кăçалхипе 4-мĕш хут  районти шкул ачисем валли  «Поэзи çăлтăресем -2011»  вулав   конференциĕ йĕркелерĕ. Хальхинче мероприятие Космонавтика çулталăкне халалланă.. Ачасем  хăйсен ĕçĕсемпе  тĕрлĕ секцинче паллаштарчĕç.

Çак конференцинче Аслă Елчĕкри вăтам шкул ачисем те  хастар пулчĕç. 5 ачаран 3-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе  призерсем  пулса тăчĕç. «Авторла сăвăсем» номинацире  2-мĕш вырăна  4-мĕш класра  вĕренекен Юлия Адюкова ( ертÿçисем: Адюкова Л.Г., Ласточкина Т.Н.), 3-мĕш  вырăна  3-мĕш класра вĕренекен  Анастасия Чернова (ертÿçи Волкова Л.В), «Поэт саввисем» номинацире  9-мĕш класра вĕренекен Оля Питакова 3-мĕш вырăна (Хушкина Н.З.) йышăнма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене тата вĕсен ертÿçисене çĕнĕ çитĕнÿсемпе саламлатпăр!