«Поэзи çăлтăрĕсем – 2011»

   Çирĕклĕ  Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Космонавтика çулталăкне халалласа районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен «Поэзи çăлтăрĕсем – 2011» фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç. «Автор сăвви» номинацире 10-мĕш класра вĕренекен Майкова Екатерина (ертÿçи – Каринкина Г.В.)- 1-мĕш , 3-мĕш класра вĕренекен Петрова Ирина (ерÿçи – Васильева Т.Н.) 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.«Поэтсен сăввисене илемлĕ вуласси» номинацире кĕçĕн классенче вĕренекенсем палăрчĕç. 2-мĕш класра вĕренекен Васильева Юлиана (ерÿçи –Кузнецова Л.Н.) – 3-мĕш,  1-мĕш класра вĕренекен Михайлов Михаил ( ертÿçи –Молоствова В.Г.) -2-мĕш,  3-мĕш класра вĕренекен Петрова Эмилия (ертÿçи –Маркова Л.Н.) 3-вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Вĕрентекенсем хушшинче «Автор сăвви» номинацире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Каринкина Г.В.- 2-мĕш, кĕçĕн классене вĕрентекен Михайлова Т.Г. 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

   Саламлатпăр çĕнтерÿçĕсене!