Поэзи çăлтăрĕсем -2011

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  космонавтика çулталăкне халалланă районти «Поэзи çăлтăрĕсем -2011» фестиваль иртрĕ. Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан Иванова Алиса 3-мĕш вырăн (ертÿçи –Лукиянова М. А.) йышăнчĕ. Вăл чăваш поэчĕсен космос паттăрĕсене халалласа çырнă сăвва пăхмасăр каларĕ.9-мĕш класра вĕренекен Иванова Ирина 2-мĕш вырăн, 7-мĕш класра вĕренекен Тимофеев Василий 2-мĕш вырăн йышăнчĕç (ертÿçи-Енедерова Л. А.). Вĕсем хăйсем хайланă сăввисене вуларĕç. Саламлатпăр