10 класс вĕренекенĕсем хушшинче ÿкерес енĕпе Сазонова Ксенийăпа Юркова Лидийăна çитекенни çуках. Хĕрсем иккĕшĕ те пĕр – пĕринпе питĕ туслă, тĕрлĕ конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ. «Лаша сăнарĕ хут çинче» ятлă ӳнер ăмăртăвĕ çинчен те Интернетра вуласа пĕлсен тÿрех ĕçе тытăнчĕç. Ÿкерчĕкĕсем питĕ кăмăллă пулса тухрĕç. Ку ăмăрту хăйне евĕрлĕ — унта вырăн палăртмаççĕ, ӳкерчĕксенчен чи илемлине суйламаççĕ. Кам хутшăннă — кашни хăйне çĕнтерӳçĕ теме пултарать. Парне вара — маларах каласа хăварнă тăрăх — ӳкерчĕк кĕнекере пичетленни.
Ӳнер ăмăртăвне Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш районĕсенчи ачасем хутшăннă. Конкурса тивĕçлĕ 30 ытла ĕç хушшинче пирĕн шкулти Ксюшăпа Лида ÿкерчĕкĕсем те пур. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе çакăнта паллашма май пур — http://docme.ru/0s5 (PDF, 58 Kb).
Кĕнеки хальхи вăхăтра калăпланать. Эпир вара хĕрсене ытти конкурссенче те палăрма, пултарулăхне малалла аталантарма ăнăçусем сунатпăр.