Уяв концерчĕ тыткăнларĕ

Залра шăп, куç илмесĕр тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ ял- халăхĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективне сценă çине.

«Акăш евĕр шумалла, çын тĕлĕнсе тăмалла», - илтĕнет сценă çинче.Чăнах та- тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç уяв концерчĕпе вĕрентекенсемпе вĕренекенсем  тата ача садĕнче ĕçлекенсем.Вĕсем çине пăхсассăн чун киленсе, савăнса ларчĕ.Мĕн чухлĕ ырăлăх, савăнăç кÿмерĕç пулĕ хăйсен юррисемпе халăха. Ар çынсен ушкăнĕ вара çуркунне çывхарса килнине систерсе хăйсен «Çуркунне» юррипе залра ларакан халăха ăшăтсах ячĕç.

Вĕрентекенĕсенчен вĕренекенĕсем те кая юласшăнах мар, сценă çине А.Соколова, Е.Долгова, В.Майков, Г.Обручков юрлама тухсан вара зал кĕрлесе çеç тăчĕ.Ял-халăхĕ чылайранпа çакăн пек концертшăн тунсăхлани туйăнчĕ.

Пĕчĕк шăпăрлансем те тĕлĕнмелле илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.Чи пĕчĕк «артисткăна», Агеева Ксюшăна, шăпчăк сасси парнеленĕ тейĕн.Çитĕнсен артистка пуласси куç умĕнчех.

Коллектив ертÿçи, Н.Малышкин, хăйĕн илемлĕ,çепĕç юррисемпе куракансене тыткăна илчĕ.Вăл ертсе пыракан коллектив туслă пурăнни çирĕпленчĕ.

Уяв концерчĕ вĕçленсен те ял-халăхĕ чылайччен саланмарĕ,тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç  вĕсем вĕренекенсене тата ача сачĕпе шкул коллективне.

 

Сăнÿкерчĕксем