«Тантăш» хаçат уявĕнче пулчĕ

Кăрлач уйăхĕн  27-мĕшĕнче  Курнавăшри пĕтĕмĕшле  пĕлӳ паракан вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Константинова Анастасия  Шупашкарта  «Тантăш»  хаçат  80 çул çитнине  халалланă савăнăçлă  уявра  пулчĕ. «Тантăш» хаçат – Çеçпĕл Мишши  ячĕллĕ  преми  лауреачĕ, тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçи. Вăл  пурнăçра  ыррине асăрхама,  шкулта лайăх вĕренме, çĕр-шыва юратма, тĕрĕс çулпа утма вĕрентет. Настя  «Тантăш» хаçатпа туслă çыхăну тытать. Унăн сăввисем час-часах унта пичетленеççĕ. «Тантăш» хаçат уявĕнчен  Настя  тулли кăмăлпа таврăнчĕ.