Чи нумай вулакансем

Манăн ырă тусăм пур,

Вăл пит пĕчĕк те маттур.

Хăй пит тăнлă, тавçăруллă -

Калаçать пит çыпăçуллă.

Ячĕ унăн пит кĕске:

Манăн тусăм - кĕнеке!

 

Этемлĕх пĕлĕвĕн пуянлăхĕ - кĕнеке. Кĕнеке - пире вĕрентекен, кирлĕ канаш, ăс паракан чи шанчăклă та çывăх юлташ. Кĕнекене уçатăн та, ĕмĕрсен тĕнчине кĕрсе ÿкетĕн. Темиçе çĕр çул каялла пурăннă çынсен пурнăçне, йăли-йĕркине, ĕмĕтне пĕлетĕн. «Кĕнекене вуланă май, хамăр сисмесĕрех произведенири çынсен пурнăçне кĕрсе каятпăр, хамăра вĕсемпе куçа-куçăн калаçнă пекех туятпăр» - теççĕ вулакансем.

Йăлана кĕнĕ тăрăх эпир кашни çулах çулталăк вĕçĕнче «Чи нумай кĕнеке вулакан класс» тата  «Чи нумай кĕнеке вулакан ача» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тăватпăр. Кăçалхи çул çак кăтартусем çапларах пулчĕç:

  • Кĕçĕн классем хушшинче - 2 кл.

 

  • Вăтам классем хушшинче - 5 кл.

 

  • Аслă классем хушшинче - 8 кл.

«Чи нумай кĕнеке вулакан ача»-номинацие 8-мĕш класра вĕренекен Петров Стас  тивĕçрĕ.

Саламлатпăр вĕсене пурне те! Малашне вулакансен шучĕ ÿсессе шанатпăр.