Эпир ăмăрту пуçлатпăр Кам валли, мĕн пирки
Ан юлтăр айккинче
Хĕр ачи, арçын ачи.
Туслăх пултăр чи малта
Курайманлăх катара Пурте пĕрле савăнар
Чăваш чĕлхине савар.
Ачасен тавракурăмне пуянлатас, тавçăрулăха ÿстерес, шухăшлав хăвăртлăхне аталантарас тĕллевпе шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Векова Лариса Николаевна «Тайма пуç сана, чĕлхем, чунăмри таса хĕлхем» ятпа савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвне ирттерчĕ. Ку вăййа 5-7 класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вăйăра чи пултаруллисем, тавçăруллисем «Шевле» ушкăнри ачасем пулчĕç ( Аввина Алена, Смирнова Марина, Лисицына Ольга, Волков Дмитрий, Максимов Сергей)
Саламлатпăр вĕсене, ăнăçу сунатпăр.