Литература конкурсĕнче палăрнă

 Чăваш халăх сайчĕ, чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ ачасемпе çамрăксен тата чăваш чĕлхипе  литературине, культурине  вĕрентекенсене  литература пултарулăхне аталантарас, çут çанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ  литература  мелĕсемпе уçса пама  хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса…» республика шайĕнчи конкурса пĕтĕмлетрĕ. Каллех тепĕр çитĕнÿпе савăнма пултаратпăр, Курнавăш  шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Николаевна Круглова çырнă «Ахун ятлă ут кĕтÿçĕ çинчен хывнă халап»   вĕрентекенсем  хушшинче  виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.  Надежда Николаевнăн  «Халăх шкулĕ» журналта  тата ытти çĕрте пичетленнĕ  методика ыйтăвĕсемпе  çыхăннă  материалĕсĕне час-часах вулатпăр.  Илемлĕ хайлав  çырас ăсталăх та  пур  унăн.

Калава çăмăл чĕлхепе çырнă  май  сăнарсем те ĕнентерÿллĕ пулса тухнă. Ахун ятлă çамрăк  ут кĕтÿçĕ тимлĕхпе  хăюлăхне пула  Сар кун çĕр-шывне  сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ тăшмана çĕнтереççĕ. Несĕлсен иртнĕ вăхăтне  таврăнса вĕсен кун-çулне илемлĕн сăнарлама автор хăйне евĕрлĕ кăсăк сюжет ăсталанă.

Хамăрăн ĕçтеше эпир  малашне те  çитĕнÿсемпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.