Слова благодарности от ветеранов педагогического труда

1-мěш декабрь кунě. Кěçěр çěрěпе куç курми çил-тăман алхасрě. Ирхине картиш тулли юр хÿсе лартнă. Пěччен ватă çын ку юра кăларса та пěтерес çуккине курса кÿршě ачи –

8-мěш класра вěренекенскер – Чернов Илья пěр тăхтамасăр уроксем хыççăн, сивве пăхмасăрах, килсе пěтěм юра пěччен тенě пекех кăларса пěтерчě.

Пысăк тав сана, Илюш, пиртен – Кассировсен çемьинчен.

 

Декабрěн 1-мěшě. Картиш тулли юр хÿсе тултарчě. Эпир, ватăсем, ку юра кăларса пěтерес çук.

8-мěш класри Ласточкина А., Моисеева Е., Чернов И. юр кăларса пачěç. Пысăк тав сире ачасем Печковсен çемьинчен.

 

Слова благодарности адресованы и куратору тимуровского отряда Хушкиной Надежде Зиновьевне. Администрация школы выражает огромную благодарность тимуровцам и куратору Хушкиной Надежде Зиновьевне.

Ахальтен каламан ватăсем:

·        Этем тени ěçпе паха.

·        Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăраса тăтăр.

·        Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан.

 

Шăпах çак сăмахсем, çак ачасем çинчен çырнă пекех туйăнать. Малалла та ырă тума васкăр!