Çак кунсенче Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире http://www.chuvash.org сайт урлă йĕркеленĕ «Фантастика» тата «Халап хапха тăрринче» литература ăмăртăвĕсенче малти вырăна йышăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсен хайлавĕсен «Асамлăх çулĕ» ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Кĕнекене пухса кăлараканĕ – Николай Плотников.
Пĕлтерме кăмăллă: «Асамлăх çулĕ» кĕнекере Курнавăш шкулĕнче 10 «а» класра вĕренекен Анна Курчина çырнă «Тукшик улăхĕ» очерк та пур. Аннăна тата ăна пултарулăх ĕçĕнче хавхалантарса ертсе пынă В.Н. Воронова вĕрентекене малашне те ăнăçу кăна сунатпăр.